Экстремизмшăн пуçран шăлмаççĕ
Категория: Публикации
Опубликовано: 28.11.2025, 11:02
Просмотров: 75
Чăваш Республикин тата икĕ çыннине суд Интернетпа усă курса экстремистла ĕçсем тума чĕннĕшĕн айăпланă.
Ку тĕслĕхе Федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленийĕ тăрă шыв çине кăларнă. Следстви уçăмлатнă тăрăх вĕсем, экстремистсен çĕршывра ĕçлеме чарнă «СССР гражданĕсем» организацийĕ майлăскерсем, радикаллă шухăшсене пропагандăланă. Социаллă сетьсенчен пĕринче хăш наци представителĕсем пулнине кура çынсем тĕлĕшпе вăй-пусмăр мелĕсемпе усă курма чĕнекен материалсем вырнаçтарнă.
Суд вĕсенчен пĕрне — çулталăклăха, теприне çулталăк та ултă уйăхлăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварма йышăннă.