КИРЕК мĕнле инкек, чир те ăнсăртран кĕмсĕрт тупăнать. Ăна вара ирттерсе яма та пулать. Грипп та çавах. Çак чирĕн вирусĕ ан ертĕр тесе хÿтĕленекенсемшĕн, прививка тутарттаракансемшĕн вăл пысăк хăрушлăх мар. Ун пек чухне организм хăйех усала хирĕç кĕрешет. Вакцина яртарманнисен вара теветкеллĕх пысăк. Хальхи вăхăтра округра пурăнакансен 80 проценчĕ прививка тунă. 60 çултан аслăраххисем тата вăраха кайнă чирпе аптракансем сахалтарах, 50 процент çеç чиртен хÿтĕленнĕ.
Çапах та хальхи вăхăтра гриппа кĕрешме кая юлман-ха. Çак ыйтупа Патăрьелĕнчи тĕп болницăна çеç мар, вырăнти фельдшер пункчĕсене те пыма пулать.
Август 2026 |
