ÇУЛСЕРЕНЕХ декабрĕн 1-мĕшĕччен граждансен НДФЛ, пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсене тÿлесе татмалла. Çак эрне парăмсене тÿлемелли юлашки вăхăт. Ун хыççăн вара налукçăсем никама та пуçран шăлмĕç. Пени шутласа пама тытăнĕç. Унсăр пуçне налукçăсем парăмăн 20 проценчĕ таран штраф пама та пултараççĕ. Çын ятарласа тÿлемен налукшăн унăн сумми тата пысăкран, 40 процент таранах штрафлĕç.
Туссем, эсир налук тÿлеме манса кайман-и? Аса илтеретпĕр: ăна тÿлеме банка çÿремелле мар. Налук тÿлекенĕн уйрăм пÿлĕмĕ тата Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ урлă онлайн мелпе самантрах тÿлеме пулать.
Август 2026 |
