ПАЯН кирек мĕнле яла кайсан та мĕскĕннĕн ларакан, чуна ыраттаракан пушă çуртсене сахал мар асăрхатăн. Вĕсенче кил хуçисем тахçанах çĕре кĕнĕ, ачи-пăчи те тĕрлĕ вырăна саланса тĕпленнĕ. Шел пулин те, яла сайра-хутра çеç килсе çÿреççĕ темелле...
Эрех-сăрапа иртĕхекенсемшĕн, ирĕклĕ пурнăçа кăмăллакансемшĕн вара çакнашкал ямăтă «хÿтлĕх» вăхăтлăх киленмелли вырăн пулса тăрать. Хуçисем çуккипе усă курса çакскерсем унта кĕрсе ăшăнаççĕ те, çĕр те каçаççĕ...
Акă, нумай пулмасть çеç Патăрьелĕнче пушă ларакан пĕр çуртран тухнă пушар сăлтавĕ шăпах хăйсене ирĕклĕ тытакан çапкаланчăксемпе çыхăннă. Вĕсем унта ăшăнас тĕллевпе юсавсăр кăмакипе усă курсах вут чĕртнĕ. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнасси пирки шутламан та. Вут-çулăм вара амаланса пырса хыпса илнĕ, çурт тăррине юрăхсăра кăларнă.
Умра — шартлама хĕл сиввисем. Çавăнпа та кил-çурта е мунчана хутнă, ăшăтнă чухне асăрхануллă пулмалла.
Август 2026 |
