Çак кунсенче Чăваш Республикинчи патшалăх влаç органĕнче ĕçлекенсем хушшинче спартакиада иртнĕ. Унта яланхи пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем Патăрьел муниципалитет округĕн чысне тивĕçлипе хÿтĕленĕ çеç мар, пистолетран пульăпа тĕл перессипе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Командăра Сăкăт, Патăрьел, Алманчă территори пайĕсен пуçлăхĕсем Вероника Кузнецова, Николай Андреев, Владимир Киргизов тата округ администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ Фанис Ахметов пулнă.
Август 2026 |
