Çул-йĕр инкекĕнче пурнăçран уйрăлнисене асра тытаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 15:43 Просмотров: 70

Иртнĕ вырсарникун çул çинчи аварисенче пурнăçне татнă çынсене асăнмалли кун пулчĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитет округĕсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕнче çулсеренех çак кун пачăшкăсемпе, Турра ĕненекенсемпе пĕрле хĕреслĕ çул çÿрев йĕркелеççĕ, чиркÿсенче вĕсене асăнса çуртасем çутаççĕ, кĕлĕсем ирттереççĕ. Хальхинче те хĕреслĕ çул-çÿреве Патăрьелĕнчи Державная Турă амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Александр Синяковпа ГИБДД начальникĕ, полици капитанĕ Павел Романов, çул-йĕр инспекторĕсем тата ыттисем те хутшăннă.

Сывлăх тата пурнăç — этемшĕн чи хаклă пуянлăх. Ăна упрасси, сыхласси хамăртан килет. Çавăнпа та инçе е çывăх çула тухакан водительсен, çуран çÿрекенсен те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика