Хĕл юрлă е сивĕ пулĕ — никама та ан хăраттăр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 15:41 Просмотров: 73

Çантал ăк хĕл еннелле куçса пыни сисĕнме пуçларĕ. Пĕрремĕш юр палли те çакнах çирĕплетрĕ. Çывăх вăхăтрах Патăрьел муниципалитет округĕнчи çул-йĕре хĕллехи вăхăтра тасатса, тирпейлесе тăракан подряд организацийĕсен хĕрÿ тапхăр пуçланать. Кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çул-йĕр тирпейĕшĕн И.Рубцовăпа Л. Манзуркина индивидуаллă предпринимательсем, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ яваплă. Çак кунсенче вĕсен çул-йĕре юртан тасатса тăракан «хурçă учĕсене» тĕрĕсленĕ. Мĕн пурĕ 25 единица тĕрлĕ техника юр тасатма хутшăнĕ. Вĕсем пурте ĕçе тухма хатĕр. Мĕн пурĕ 1650 тонна хăйăрпа тăвар хутăшĕ, 1550 тонна карьер хăйăрне хатĕрленĕ. Ытти вара кăçалхи хĕл кунĕсем мĕнле пулассинчен, çут çанталăк пулăмĕнчен килет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика