Кадетсем хавхаланса юрланă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 15:38 Просмотров: 62

Сцена çине тухакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Николай Раськин, Елчĕк тата Комсомольски муниципалитет округĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев саламланă. Фестивале Патăрьел, Комсомольски, Канаш, Çĕрпÿ, Вăрнар муниципалитет округĕсен коллективĕсем хутшăннă. Унта Раççее, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, салтаксене, офицерсене, кадетсене халалланă юрăсем янăранă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем Я.Дроновăн «Моя Россия» тата Е.Плотникован «О той весне» юррисене шăрантарнă.

Ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе пĕрлех ытти коллективсен çитĕнĕвĕпе те киленнĕ. Мала тухнисене дипломсемпе, кубоксемпе, парнесемпе чысланă. Пăлаçипе Юхма енĕн çамрăк армеецĕсем иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Малтанхи утăм çеç çакă. «Малалла ытларах!» чĕнÿпе пурăнаççĕ вĕсем.

Кадет юхăмĕн тĕнчине çирĕп утăм тунă ачасем.

Инга СЕЛИВАНОВ А, хор кружокĕн ертÿçи

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика