Турнирта Патăрьел çамрăкĕсем те палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 15:24 Просмотров: 112

Республика тĕп хулинче ĕçлекен çамрăксем хушшинче пейнтболпа (пистолетран пемелли вăйă) илĕртÿллĕ турнир иртрĕ. Вăл унта хутшăнакансем çирĕп вăй-халлă, чăтăмлă тата командăпа ăмăртма пултарнине çирĕплетрĕ. Турнира 22 команда хутшăнчĕ. Кашнийĕ ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Пурте тĕл пеме ăста иккен. Хăвăртлăхĕ те çитет, пĕр-пĕринпе канашлани те вырăнлă. Уйрăмах пирĕн муницпалитет команди тăрăшулăхпа палăрчĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса çăмăллăн малалла кайрĕç вĕсем. Конкуренци вăйлă пулсан та виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç.

Альбина ИВАНОВА

Яндекс.Метрика