Тĕрлĕ енлĕ тупăшса тĕнче шайĕнче çĕнтернĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 15:23 Просмотров: 73

Китай халăх Республикинче тĕнчери кире спорчĕпе мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Туçара çуралса ÿснĕ Борис Глинкин та хутшăннă. Виçĕ кунĕнче те çĕнтерÿпе палăрнă.

Пĕрремĕшĕнче ентеш помост çинче хăйĕн вăй-халне, техникăна пĕлнине, пултарулăхне кăтартса штангăна вăрах йăтса хăпартнипе пьедесталăн чи сумлă вырăнне йышăннă.

Иккĕмĕшĕнче каллех штанга йăтсах тĕлĕнмелле çитĕнÿ тунă.

В и ç ç ĕ м ĕ ш к у н ĕ н ч е в а р а — виççĕмĕш çитĕнĕвĕ. Штангăна пĕр чарăнмасăр çĕклесе тĕлĕнтернĕ.

Ентеш 60-64 çулхи арçынсемпе 85 килограмлă виçе категорийĕпе тупăшнă.

Борис Николаевич Раççей тĕнче класлă спорт мастерĕ, Европа чемпионĕ, кире спорчĕн тĕнчери Кубокĕн призерĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика