«Авангард» хаçат коллективĕ те ГТО нормине тултарассишĕн тăрăшрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 15:18 Просмотров: 66

«Демографи» федераци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2030 çул тĕлне пирĕн çĕршывра пурăнакансен 70 проценчĕ тăтăшах сывлăхне физкультурăпа тата спортпа çирĕплетмелле. Çакă вăл чăн малтанах Раççей халăхĕн пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă.

«Спорт — пурнăç норми» проектпа килĕшÿллĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче те ГТО нормативне тултарас ĕç пысăк хастарлăхпа пырать. Юлашки вăхăтра çеç Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕнче округри вĕрентÿ учрежденийĕсенчи аслă класра вĕренекенсем, Патăрьелĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан, çавăн пекех халăха вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтеркен центрсем, агротехникум, «Батыревский» пĕрлешÿ, çавăн пекех «Авангард» хаçат редакцийĕн коллективĕ те (сăн ÿкерчĕкре) ГТО нормативĕсене панă. Черетре — ял хуçалăх предприятийĕсем, ытти ĕç коллективĕсем.

Альбина Николаева

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика