Юратнă ĕç, çемье пурăнма хавхалантарать

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 15:15 Просмотров: 80

— Ĕçе чунтан юратнăран кашни кунах ача садне ăшă та уçă кăмăлпа васкатăп. Мана професси питĕкилĕшет. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хамăн пурнăçа ачасемпе çыхăнтарма шухăшланă. Çакăн пирки сочиненинче те çырнăччĕ. Вĕрентекен манăн ĕçе чи лайăххи тесе палăртрĕ, — пуçларĕ калаçăва Ишлĕри шкул-садра вăй хуракан Валентина Мешкова.

«Ачалăхăм лайăх иртрĕ. Аттепе анне çумĕнче çитĕнни вăл хăй телей. Пире пĕчĕклех ĕç çумне хăнăхтарнă. Анне колхозра ĕçленĕрен çулленех пай илетчĕ. Çу каçипе хирте тăрăшнă. Кĕркунне пуçламăшĕнче хăмла татнă. Пушă вăхăтра тус-тантăшпа выляса кулнă. Атте пире питĕ вĕрентессишĕн хыпăнатчĕ, çавăнпах пĕлÿ илме тăрăшнă», — тет Валентина Мешкова воспитательница. Шупашарти Н. Никольский ячĕллĕ педагогика колледжĕн, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн шкул çулне çитмен ачасен педагогикипе психологи факультечĕн выпускникĕ 25 çул садикре ĕçлет. Çак тапхăрта тĕрлĕ шайри наградăна та тивĕçнĕ, анчах уншăн чи хакли — çамрăк ăру ăна юратни, ашшĕ-амăшĕ хисеплени. Хăй те пĕчĕкскерсемпе тахçанах пĕр чĕлхе тупнă. Вăл занятисем ирттернĕ чухне кашнийĕ тимлĕн итлесе ларать. Вăйăсем вылянă вăхăтра та ачасен тавракурăмне аталантарма, тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшать.

— Ишлĕри ача садĕнче воспитатель кирлине пĕлсен кÿршĕ яла çитсе килме шухăш тытрăм. Наталья Николаевна Краснова заведующи мана ĕçе илчĕ. Унччен пирĕн икĕ ушкăнччĕ: пĕчĕккисем тата пысăккисем. Наталия Николаевна Терентьевăпа, Марина Васильевна Карповăпа пĕрле килĕштерсе ĕçлерĕмĕр. Ĕçтешсем нумай пулăшса, вĕрентсе пычĕç. Хальхи вăхăтра Наталья Николаевна Красновăпа улшăнса тăрăшатпăр. Çĕнĕ шкул-сад уçăлнă хыççăн ĕçлес хавхалану та ÿсрĕ. Кунта ăшă, хăтлă, ачасене аталанма та условисем çителĕклĕ, — тет Валентина Мешкова.

Валентина Ивановна Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнать. Çак ялтах 1974 çулта кун çути курнă. Ашшĕ, Иван Иссакович, атă-пушмак çĕлессипе маçтăр пулнă. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти артистсем те вăл сăрантан хатĕрленĕ атăпа сцена çине тухнă-мĕн. Республикăн тĕп хулинче ăсталăха хăнăхнăскер ялти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра (КБО) тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва кайсан та хăнăхнă ĕçрен уйрăлман: ял çыннисен атă-пушмакне юсанă.

Маттур та ĕçчен хĕре Пăлапуç Пашьел каччиех куç хывнă. Пикене вăл пĕрре курсах килĕштернĕ. Леонид Елизаровичпа Валентина Ивановна пĕр сукмака такăрлатма пуçлани 30 çултан та иртнĕ. Мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса капмар çурт-йĕр хăпартнă. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратнă, тивĕçлĕ воспитани панă. Юрий Канашри медицина училищинчен, кайран И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать («Авангардăн» 43-мĕш номерĕнче унпа тĕплĕн паллаштарнăччĕ). Ольга амăшĕн профес-синех суйланă. Шупашкарти педагогика колледжĕнче ăс пухнă хыççăн И. Ульянов ячĕллĕ университетра аслă пĕлÿ илнĕ. Ача садĕнче ĕçлет. Сергей И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика тата информаци технологийĕн факультечĕн выпускникĕ. Иккĕмĕш курс хыççăнах университетра студентсемпе, пĕрлех математикăпа, олимпиадăсене хутшăннă 6-7 класри шкул ачисене вĕрентнĕ.

Паян магистратурăра хăйĕн пĕлĕвне аталантарать, çавăн пекех «Кейсистемс-Безопасность» ИТ-организацинче бизнес-аналитикра тăрăшать. Сăмах май, Ольăпа Сергей иртнĕ çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ. Кĕçĕнни маларах та, 11 класра чухне, стипендиат пулнă.

— Хамăр ÿссе çитĕннĕ ялтах тĕпленни пирĕншĕн питĕ лайăх пулчĕ. Икĕ енĕпе те, кукашшĕ-кукамăшĕ, асламăшĕ, ачасене ура çине тăратма пулăшрĕç. Мăнукĕсене час-часах кăмака яшкипе, тутлă кукăль-пÿремечпе хăналатчĕç. Ĕçе хăнăхма, пурнăç илемне курма вĕрентрĕç. Çывăх çыннăмсем юнашар, пирĕнтен икĕ çурт урлă çеç пулни, вăй-хăват парса тăратчĕ. «Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян», — тесе юрлаççĕ. Çак сăмахсем тĕрĕсех иккен, — терĕ Валентина Ивановна иртнисене куçĕ умне кăларнă май.

Мешковсем выльăх-чĕрлĕх те картиш тулли тытаççĕ. Ĕнесем, вăкăрсем пур, сыснасем çăвăрлаттараççĕ. Çавăн пек алă-ура çавăрса пыраççĕ, ачисене май пур таран пулăшаççĕ.

Ольга Павлова

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика