Хушпусене, тухьясене, ум çаккисене, масмаксене, браслетсене ачаранах килĕштерсе пăхнă Марина Кабаева. Аслисем концерт лартнă чухне тăхăнаканскерсене питех те кăмăлланă. Шкулта вĕреннĕ чухне Валентина Козлова учительница ĕç урокĕсенче тĕрĕ-çĕвĕ мелĕсене хăнăхтарнă май шăрçа пек тикĕс ăсталама пултарнă. Чăваш орнаменчĕсене сăмса тутри, кĕпе çухисем çине тĕрлесе пăхнă. Ÿснĕçемĕн алă ĕçĕпе ăсталанăскерсем килĕшÿллĕ тухнă, вĕсем тата та илĕртнĕ. Салфеткăсене салтаксене те парса янă.
Ÿркенмен ăста, теççĕ. Паян Марина Николаевна сунтăхĕнче ачаран ĕмĕтленнĕ кирек хăш япали те пур. Вĕсене вĕтĕ шăрçаран мĕн чухлĕ хатĕрлени те шутсăр. Чылайăшне парне кÿнĕ.
— Ăсталăха ÿстерсе пыма майĕ пур халĕ. Компьютертан кирек хăш япалана та вĕренме пулать. Мастер-классем ирттереççĕ. Вĕсене эпĕ те явăçатăп. Ыттисене те сахал мар вĕрентме тăрăшатăп. Муниципалитет округĕнчи «Хĕвеллĕ» уçланкăра иртекен Акатуй-Сапантуйра, «Асам» фестивальте,
Мускаври ВДНХ выставкинче шăпах мастер-класс йĕркеленĕччĕ. Паянхи кун та тĕп хулара пурăнакан чăвашсем ун пирки ăшшăн аса илеççĕ. Пирĕн алă ĕçĕсем ытти халăхсене те килĕшнĕччĕ. Чăваш тумлă пуканесем кама илĕртмĕç,— калаçать Марина Кабаева.
Çыхма, çĕлеме, тĕрлеме те пултарать Марина Кабаева. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл хăйне валли хура юбкăпа шур кофта çĕленĕ. Çипрен ăсталаса çыхнипе вара концертсенче юрланă чухне тус-тантăшĕ те тăхăнса сцена çине тухнă. Вĕтĕ шăрçаран ăсталанисемпе тĕрлĕ конкурса хутшăннă ял хĕрарăмĕ. Рязаньтен, Ворлгоградран панă, муниципалитет округĕн администрацийĕсенчен илнĕ Тав хучĕсем те пур унăн.
Хальхи вăхăтра Ишлĕ территори пайĕн начальникĕнче ĕçлет Марина Николаевна. Хăнăхнă ал ĕçне алăран ямасть.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
