Кĕске вăхăтлăх отпускра ачасемпе тĕл пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 15:03 Просмотров: 67

Муниципалитет округĕнчи тĕп библиотекăра Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне халалласа «СВО паттăрĕсем — пирĕн ентешсем» ятпа паттăрлăх урокĕ иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 5 б класра вĕренекенсем (ертÿçи Ольга Лукьянова) çакăнтан вĕренсе тухнă выпускникпа, Украинăри ятарлă çар операцин участникĕпе, Мулан позывнойпа çÿрекен паттăрпа тĕл пулнă.

Чуна хумхантаракан тĕл пулу ентеше сывлăх, ăнăçу, телей суннинчен пуçланнă. Малтанах тивĕçтерÿ пайĕн заведующийĕ Наталия Ракова ачасене  çĕршыври ку чухнехи лару-тăрупа, «Паттăрсен вăхăчĕ» кĕнеке куравĕпе паллаштарнă. Алла хĕç-пăшал тытса мирлĕ тÿпешĕн çапăçакан салтаксем çинчен каласа панă.

Тĕл пулăва хутшăннă çĕршыв хÿтĕлевçи хăйĕн пурнăçĕ пирки кĕскен чарăнса тăнă. Çĕршыва хÿтĕлеме чун-чĕри хушнипе тăнине каланă. Умри йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пынине палăртнă. Салтаксене тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме тăванĕсем, çывăх çыннисем хавхалантарнине пĕлтернĕ. Кану вăхăчĕсенчешкул ачисем çыракан çырусене вулани чуна ăшăтнине, вăй-хăват кĕртнине каланă.

Çитĕнекен ăру пĕрне-пĕри пÿле-пÿлех паттăра ыйту çине ыйту панă. Аслă юлташĕ вĕсене тулли хурав пама тăрăшнă. Ачасем вуланă сăвăсенче ырă кăмăл тапса тăнине палăртнă.

«Хĕрсемпе каччăсем çыракан çырусем сире вăй-хăват кĕрттĕр, йывăр вăхăтра тăшманран сиртĕр»,— тенĕ класс ертÿçи Ольга Лукьянова. Тĕл пулура чуна пырса тивекен Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă паттăрсем çинчен «Ĕмĕр асра» видеопрезентаци пăхнă. Пĕр самант шăп тăнă. Ачасем салтака çĕнтерÿпе тăван киле таврăнма ырлăх-сывлăх суннă.

Ирина ТЕРЕНТЬЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика