«Пехет» агромаркетра Патăрьел муниципалитет округĕн кунĕ иртнĕ. Унта тавар туянакансене Юхмапа Пăла тăрăхĕнче туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене те сĕннĕ.
Çавăн пекех Патăрьелсен культура программи те пуян пулнă. Муниципалитет округĕнчи культурăпа кану центрĕнчи «Гармония» ушкăн юрăçисем, Первомайскинчи «Шуçăм», Тури Чакăри «Чемен», Пăлапуç Пашьелĕнчи «Пашьел», Шăнкăртамри «Ялкын», Шăхачри «Умарина» халăх фольклор ансамблĕсем, Хирти Пикшикри вăтам шкулти ачасен «Мерчен» тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти «Тамчы» ансамблĕсем, Татьяна Торговцева ертсе пыракан аэробика ушкăнне çÿрекенсем, купăсçăсем лапамсенче хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Агромаркета килекенсем мастер-классенче хăйсем валли тĕрлĕрен ăсталăха вĕреннĕ. Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн, ăсталăх çурчĕн воспитанникĕсем, библиотека ĕçченĕсем йывăçран кÿлепесем касса кăларма, вĕсене сăрласа илемлетме, пĕчĕк теттесем тума вĕрентнĕ. Чăваш орнаменчĕсемпе тĕрĕ тĕрлеме хăнăхтарнă. Вĕтĕ шăрçаран пуçа çыхмалли, ум çаккисем хатĕрленĕ.
Культура программине пуянлатма Сергей Лекаревпа Алексей Московский чăваш эстрада çăлтăрĕсем те пулăшнă.
Алина Иванова,Шупашкар:
— «Пехет» агромаркетра эпĕ пĕрремĕш хут пултăм. Тавар ассортименчĕ пуян. Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ÿснĕрен, унта çитĕнтернĕ продукцине туянма питех те кăмăллă пулчĕ. Суту-илÿ сентрисем çинче аш-какай, сĕт-çу продукчĕсем те чылай. Çимĕçĕсем пахалăхлă, хакĕ те тивĕçтерет. Тавара суйласа илме вырăнĕ те ирĕклĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
