Алманчăсен алăра ĕç вĕрет, çавăнпах ялĕте чечекленет

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 14:56 Просмотров: 66

Хальхи вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕнчи 19 территори пайĕнче 56 ял шутланать. Паянхи кун кашнин пиркиех ырă улшăну, халăх пĕрлĕхĕпе, пуçарăвĕпе пурнăçланакан ĕçсем, ял аталанăвĕ пирки сахал мар калама пулать. Алманчă вара ку тĕлĕшпе кăтартуллисенчен пĕри. Пĕр ялтан тăракан территори пайĕнче юлашки çулсенче халăх вăйĕпе, хастарлăхĕпе, пысăк пуçарулăхпа пурнăçа кĕрсе пыракан ĕçсем те çакнах çирĕплетеççĕ.

Çак кунсенче муниципалитет округĕнчи территори пайĕсен пуçлăхĕсем Алманчăсен пурнăçĕпе, инфратытăм аталанăвĕпе, ĕç опычĕпе паллашма, ял халăхĕн хастарлăхне хăйсен куçĕпе курса ĕненме пултарчĕç. Ял пуçлăхĕсен вырăна тухса йĕркеленĕ тĕл пулăвĕ ялтан аякрах мар вăрман варринче вырнаçнă Серафим Соровский скичĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Ăна 2016 çулта Лидия матушкăпа Иоанн атте хăйсен хастарлăхĕпе тата пуçарăвĕпе йĕркелесе янă. Халĕ Турра кĕл туса пурăнакансен хăйсен вăйĕпе тата çынсен пулăшăвĕпе капăрланса пыракан хуçалăхĕ, арендăна илнĕ территорийĕ çулсеренех хăтлăланса пырать. Кунти чиркÿрех Серафим Соровский çветтуйăн çĕрмен ÿчĕн пайĕ те упранать. Скита килекенсем ун умĕнче пуç таяççĕ, кашниех сăваплă та пархатарлă ĕçе йĕркелесе янă Лидия матушкăпа Иоанн аттене тав тăваççĕ.

Тĕл пулăва муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ, Скита Алманчăсем çеç мар, тавра ялта, ытти округра пурăнакансем, хисеплĕ хăнасем, çав вăхăтрах туристсем те килсех çÿренине, округ администрацийĕ кĕлĕ çуртне малалла аталантарма, Турра ĕненекенсемшĕн хăтлăх тума май пур таран пулăшнине палăртрĕ.

Çăл таппи — пурнăç малашĕн палли

Темиçе çул каялла Алманчăна пырса кĕнĕ вырăнти сăрт çамкинче тата айлăмра хыт хура çеç кашлатчĕ. Халĕ çак лапам ял çыннисемшĕн тепĕр сăваплă та хăтлă вырăн пулса тăчĕ. 2021 çулта территори пайĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Владмир Киргизов пуçарăвĕ пе тата тăрăшнипе чăн малтанах кунта ĕлĕк-авалах çĕр айĕнчен тапакан çăлăн куçĕсене «уçнă». Шыв çулĕсене тупса палăртнă хыççăн ял-йышпа пĕр шухăшлăпулса купель туса лартнă, тĕн йăли-йĕркипе шыва сăвапланă, территорие хăтлăлатнă, йывăçсем, чечексем лартнă тата ытти те.

Паян кунта пулакансем чун канăç лăхне тупаççех. Сăмах май каласан, лапамри çăлкуçсенчи шыв тытăмĕпе те пуян. Организма пур енĕпе те çамрăкланма пулăшакан «радон» тытăмлă шыв пирĕн тăрăхра урăх ниçта та çук. Санаторисенче вара унпа ятарлă ваннăйсем туса çынсене сиплеççĕ.

— 2021 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче Алманчă ял халăхĕшĕн пысăк событи пулса иртрĕ. Çак кунхине çветтуй Владимир князь ячĕллĕ шыва кĕмелли купеле сăвапласа чыслă лару-тăрура уçрăмăр. Ял илемĕ шутланакан обществăлла территорие паянхи кун та пĕрлехи вăйпа тасатса, тирпейлесе, хăтлăлатса тăратпăр. Çакă пирĕн пурин те тивĕç тесе шутлатпăр. Кашни Кăшарнирех кунта Турра ĕненекенсем шыва кĕреççĕ, вăй-хăват пуçтараççĕ. 2023 çулта халăх вăйĕпе тирпейлесе тăракан обществăлла вырăн муниципалитет округĕнчи конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак чыса эпир малалла та çухатасшăн мар,— каласа пачĕ кĕскен хисеплĕ ĕç ветеранĕ Галина Иванова.

Ниме — хăтлăх кÿме

Юлашки çулсенче уйрăмах вăй илсе пыракан «Ниме — Халăх бюджечĕ» республика программине хутшăнса Алманчăсем çулсеренех курăмлă ĕç туса пыраççĕ. Çак проектпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, унăн территорине хăтлăлатнă.

Унпа юнашарах вырнаçнă лапамри парк территоринче культура мероприятийĕсене ирттерме капăр сцена тунă. Малашне те çак программăпах, халăх пуçарăвĕ пех парка картасем тытса, кашни йăх-ратне валли беседкăсем лартса хăтлăлатасшăн.

Ял сăн-сăпатне улăштарас, урамсене тирпей-илем кÿрес тĕллевпе те хастар ĕçлеççĕ Алманчăсем. Территори пайĕнче вырнаçнă контейнер площадкисене тирпейленĕ. Урамсене тикĕслесе вак чул сарас, çутăпа тивĕçтерес,йывăçсем лартса тавралăха илемлетес тата ытти ыйтăва та пĕр çын пек кар тăрса, пĕрне-пĕри пулăшса пурнăçа кĕртсе пыраççĕ вĕсем. Çавăнпах Алманчăсен аллинче ĕç вĕрет, ялĕ те чечекленет.

Альбина Егорова

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика