Финанс хăрушсăрлăхĕ, налук саккунĕнчи улшăнусем тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 14:48 Просмотров: 65

Ноябрĕн 19-мĕшĕнче республикăра, çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Фениль Алиуллов, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Степанов, Перекет банкĕн тÿрĕ суту-илÿ управленийĕн руководителĕ Светлана Скворцова, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕнчи участокри уполномоченнăйсен начальникĕ Ильдус Козлов хутшăнчĕç.

Информаци ушкăнĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул, централизациленĕ библиотека системин коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.

Кун йĕркине сÿтсе явма кĕртнĕ ыйтусем паянхи кун округ территорийĕнче пурăнакан кашни çемьене пырса тивеççĕ: граждансен финанс хăрушсăрлăхĕ, социаллă сетьсенчи ултавçăсенчен сыхланасси, налук саккунĕнчи улшăнусем, хытă каяша вăхăтра илсе тухас, контейнер площадкисене кирлĕ пек тирпейлес, укçа-тенкĕне нумай вăхăтлăх перекете хумалли программа, нумай ачаллă çемьесене патшалăх çăмăллăхĕсем парасси.

Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем Интернет мошенникĕсем пирки тĕл пулусенче, СМИ хатĕрĕсенче тăтăшах асăрхаттарса тăраççĕ пулин те, республикăра та, Патăрьел муниципалитет округĕнче те ултавçăсен серепине çакланакансем час-часах тĕл пулаççĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи  "Батыревский" уйрăмĕнчи участокри уполномоченнăйсен начальникĕ Ильдус Козлов кун пирки тĕл пулусенче тĕплĕн паллаштарчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан ултавçăсене куçарса панă тă-как сумми сахалтарах: кăçал 2 миллион та 600 пин, иртнĕ çул 9 миллион та 600 пин тенкĕ пулнă. Çапах та çакă тимлĕхе çухатмалли сăлтав пулмалла мар. Ку тĕлĕшпе Патăрьел, Çĕнĕ Ахпÿрт, Пикшик, Туçа, Шăнкăртам территори пайĕсенче пурăнакансен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, кирек мĕнле палламан çынпа та шанса калаçмалла, вăл ыйтнине нимĕн те пурнăçламалла мар!

Ч ă в а ш Р е с п у б л и к и н ч е çÿп-çап реформи пуçланнă хыççăн муниципалитет округĕнчи территори пайĕсенче чылай ĕçсем туса ирттерчĕç. Çынсем те хытă каяша ятарлă ещĕксене пухса пымаллине хăнăхса пыраççĕ. Çапах та ялсенче, урамсенче тирпей те йĕрке пултăр тесен çак ĕçшĕн яваплă организацисен те, граждансен те малашне саккуна тата çирĕ прех пăхăнма тивĕ. Кун пирки ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов тĕплĕн ăнлантарчĕ, ăна пĕрлехи вăйпа пурнăçла маллине çивĕчлетрĕ.

Сăмах май каласан, 2025 çулхи 10 уйăхра регионсен управленийĕн Центрĕн кăтартăвĕпе контейнерти хытă каяша вăхăтра илсе тухман сăлтавпа граждансенчен 756 ыйту кĕнĕ. Нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен тĕрлĕрен пулăшу парасси çултан-çул лайăхланса пырать. Тĕл пулусенче çак ыйту тавра та калаçу пычĕ. Акă, 2012 çултан пуçласа çак пулăшу 2,7 хут ÿснĕ. 2020 çултанпа вара çемьесене пулăшмалли 25 пуçару вăйра.

Информаци кунне хутшăннисем халăхпа куçа-куçăн тĕл пулнă май, вĕсене кăсăклантаракан ытти ыйтăва та хуравларĕç.

Альбина Егорова

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика