Муниципалитет округĕнче ял хуçалăх ĕçченĕсемпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен кунне уявланă май, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 7 тата 10 классенче вĕренекенсем валли агротехнологи класĕсене уçрĕç. Вĕсенче 27 ача пĕлÿ пухать. Проекта «АПКана кадрсем» федераци программипекилĕшÿллĕн пурнăçа кĕртеççĕ.
Çак проект акционерсен «Батыревский» хупă пĕрлешĕвĕ, Чăваш патшалăх аграри университечĕ тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул килĕшĕвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать.
Çитĕнекен ăрăва ял хуçалăх отрасльне явăçтарасси — тĕп тĕллев. Çавăнпа проекта аталантарас ĕçе хутшăнтарасси тата çĕнĕ технологисемпе паллаштарасси шкул саккинченех пуçланать. Вĕрентÿ процесне физика, хими, биологи тата математика предмечĕсене тĕплĕн вĕрентесси кĕрет. Ачасем малта пыракан технологисемпе усă курса ял хуçалăх культурисене хăçан акса тухăçлă çитĕнтермелли таранах вĕренеççĕ. Çавна май вĕсем тĕрлĕ ял хуçалăх специальноçĕ пе паллашаççĕ, вырăнти агропредприятисене çитсе практика ĕçĕсем ирттереççĕ. Инвестор шкула 5 миллион тенке яхăн оборудованисем туянса панă. Педагогсем вара Тимирязев академин базинче тата профиль университетĕнче квалификацине ÿстермелли курссенче пулнă.
Агротехнологи класĕсене проектпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ, шкулăн ятарлă вĕрентÿ планĕпе программи те пур. Малтанхи ÿсĕмсем савăнтараççĕ. Вĕренекенсем профессиллĕ сăнавсене, Раççейри вĕрентÿ министерствипе ачасен «IТ-куб» цифрлă центрĕ йĕркелекен Пĕтĕм Раççей шайĕнчи проектсемпе фестивальсене явăçаççĕ. Пĕтĕм Раççейри агродиктанта, «Наци инноваторĕ» проекта, «Раççей — манăн тÿпем» аграри профессийĕсен фестивальне, çавăн пекех Чăваш патшалăх аграри университечĕн преподавателĕсем йĕркелекен занятисене, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсен специалисчĕсемпе ирттернĕ çавра сĕтел хушшинчи калаçусене хутшăнни те вĕсен хастарлăхне çирĕплетет.
Агротехнологи класĕсем пулас ял хуçалăх специалисчĕсене хатĕрлемелли ятарлă лапам пулĕç.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
