Тăкнăран вăй-хал та тар, çĕнсе илчĕ çĕр ĕçченĕ пархатар

Категория: Публикации Опубликовано: 24.11.2025, 14:25 Просмотров: 81

Муниципалитет округĕнче уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕхыççăн çулленех професси уявне — ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне — паллă тăваççĕ. Ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен, малашлăх тĕллевĕсене палăртакан кăçалхи уява Шăнкăртамри «Тургай» кану базинче йĕркелерĕç. Отрасль  ĕçченĕсене, ветеранĕсене, хăнасене «Лучшие на селе» конкурс çĕнтерÿçисем — Патăрьелĕнчи тата Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулсенче вĕренекенсем — юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.

Мероприятие уçнă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уяв ячĕпе ăшшăн саламласа çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тăрăшуллă ĕçшĕн тав турĕ, малашлăхра çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ. Çитĕнÿсемпе савăнмалăх пур, чăнах та. Уй-хирсенче 55 пин тонна тĕштырă, 20 пин тонна çĕрулми, 10 пин тонна сухан-севок çитĕнтернĕ. Аш-какай туса илессипе тата сĕт сăвассипе республикăра та малтисен йышĕнче. (Тĕплĕнрех хаçатăн иртнĕ номерĕнче çырса кăтартнăччĕ).

Çĕр ĕçченĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем çитĕнÿсене тăрăшуллă ĕçпе, професси ăсталăхĕпе, çĕнĕ технологисене çул панипе, çĕр патне пысăк тимлĕх уйăрнипе тата патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă курнипе туса пыраççĕ. Ĕç кăтартăвĕсемпе муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕн çумĕ Андрей Воробьев паллаштарчĕ.

Патăрьелĕн ĕç паттăрĕсене çавăн пекех республикăри ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ольга Кудрявцева, çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Татьяна Лукина, Чăваш Енри Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьелĕнчи Турă амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Александр Синяков, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕ ячĕпе Минсеит Валеев, АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Минегали Хафизов тата ыттисем саламларĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе çыхăнура ĕçлекен организацисен ертÿçисем те хутшăнчĕç уява. Отраслĕн хастар та кăтартуллă ĕçченĕсене медальсемпе, тĕрлĕ шайри Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç.

Уявра муниципалитет округĕнчи культурăпа кану центрĕн артисчĕ сем савăк юрăсем шăрантарса кăмăла çĕклерĕç.

Альбина Иванова

 

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика