Çÿп-çап контейнерĕтулать, урам тирпейсĕрленет

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:34 Просмотров: 135

Унччен çырма-çатра, юхан шыв хĕррисемпе, çул айккисемпе лартнă посадкăсенче, вăрмансенче çÿп-çап куписем е ăпăр-тапăр тултарнă михĕсем туллиехчĕ. Ялсенче ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă хыççăн йĕрке кĕме пуçларĕ. Халĕ ватти-вĕтти хуçалăхри хытă каяша ещчĕке кайса пăрахать. Шел пулин те, хушăран унта мĕн-мĕн пуррине курсан çÿç-пуç та вирелле тăрать.

Çуркунне хăрнă, каснă йывăç вуллисем, çулла пахчари курăк, кĕркунне хăяр-помидор аврисем, çĕрнĕ çĕр улмипе сухан-çевок, çавăн пекех кивелнĕ кресло-диван таран тултараççĕ. Кĕменнисене айккине лартса хăвараççĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнчи çĕнĕ йĕркепе контейнерсене тата вĕсен йĕри-тавра йывăçсем, ÿсен-тăран хума юрамасть. Пăхăнманнисене пуçран шăлмаççĕ, штраф параççĕ. Çÿп-çап пухмалли ятарлă лапам таса пуласси халăхран кăна мар, ăпăр-тапăра турттарса тухма килĕшÿ тунă организацинчен те килет. Пирĕн округра ку енĕпе «Полигон» пĕрлешÿ тăрăшать. Санитари йĕркипе тата нормипе килĕшÿллĕн çанталăк 5 градусран ăшăрах чухне контейнерсене кашни кунах пушатса тăмалла. Кулленех килсе илсе каймасан та, тулнăçем тирпейлесе тăрсан та аван. Хăш-пĕр чухне ещчĕксем çинчи япаласем тулса тăкăнаççĕ. Кун пек чухне акт çырса регионти оператора, урăхла каласан «Ситиматик-Чувашия» пĕрлешĕве пĕлтермелле.

Акă мĕн пĕлтерчĕ, кун пирки Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн экологĕ Кристина Тямина:

— Документа территори пайĕн специалисчĕсен пулăшăвĕпе (вĕсенче акт çырмалли йĕрке пур) ялта пурăнакансем хăйсемех çыраççĕ. Тĕслĕхе çирĕплетме сăн ÿкерчĕк е видео кирлĕ. Çавăн пекех 8(8352)70-90-27 номерпе шăнкăравласа, 89176502121 номер çине ватсаппа, вайберпа çырса яма май пур. Телеграм-каналта ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви «Батырево взаимодействие» ушăн йĕркеленĕ, унта коммуналлă хытă каяшсемпе ĕçлекен регионти оператор та, çÿп-çапа турттаракан та, министерство представителĕсем те, территори пайĕн начальникĕсем те пур. Çак ушкăн урлă контейнерсене вăхăтра пушатманни пирки çулталăк пуçланнăранпа 33 хутчен ыйту çĕкленĕ: Алманчă территори пайĕ — 1, Пăлапуç Пашьел — 8, Пикшик — 7, Ыхра Çырми — 5, Сăкăт — 2, Турхан — 1, Çĕньял — 3, Шăнкăртам — 6.

Акт çырнă чухне çакна та асра тытмалла: контейнерта хытă каяш çеç пулмалла. Пахчари çум курăка е йывăç турачĕсене, çавăн пекех унта хума юраман япаласене пăрахнă пулсан шута илмеççĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика