«Пехет» ыран Патăрьелсене кĕтет

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:26 Просмотров: 124

ШУПАШКАРТИ «Пехет» агромаркетра кашни кунах тавар туянма та, хамăр туса кăларакан продуктсемпе паллашма май пур. Хăтлă çурт хăнасене тарават. Кунта кашни шăматкунах республикăри муниципалитет округĕсенчи фермер хуçалăхĕсем, предпринимательсем, ытти сутуçăсем хăйсен таварĕпе савăнтараççĕ. Культура ĕçченĕсем тавар сутакансемпе туянакансене ырă кăмăл, хавас туйăм парнелеççĕ, юрласа-ташласа хăпартлантараççĕ. Ыран шăпах Патăрьел муниципалитет округĕн кунĕ. «Пехет» эпир туса кăларакан продукцисене те кĕтет, пултаруллă сцена ăстисене те хапăллать, тавар туянакансене те ырă сунать.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика