Çине-çинех, куçа-куçăн пушарпа кĕрешме тивнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.11.2025, 13:26 Просмотров: 101

ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен мĕн пурĕ 52 пушара шута илнĕ. Вут-кăвар инкекĕпе çыхăннă кăтарту иртнĕ çулхипе пĕр танах. Юлашки кунсенче вара «01» служба сотрудникĕсен çине-çинех пушара хирĕç кĕрешме тивнĕ. Иртнĕ эрнекун ирхине 8 сехетсенче çăлавçăсен службине Шăнкăртамра вут алхасма пикенни пирки пĕлтернĕ. Кухньăран тухнă вут-çулăм çуртăн пĕр пайне тата унăн тăррине сиенленĕ.

Пĕр-икĕ кун маларах çеç вара каçхине 19 сехетре Нăрваш Шăхалĕнчи пĕр хушма хуçалăхран амаланса тухнă çулăм хăйсен хуралтисене çеç мар, кÿршисенне те сиеленĕ. Пушарсен сăлтавĕ пĕрешкел — электротехника юсавсăр пулни. Çавăнпа та çанталăк сивĕтсе пынă май, хутса ăшăтмалли приборсемпе, кăмакасемпе усă курнă чухне пурин те асăрхануллă та тимлĕ пулмалла, электросетьсене, проводкăсене пăхсах, çĕнетсех тăмалла.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика