Сипленетпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 15:00 Просмотров: 170

Чĕркуççи ыратсан: çĕр улмине çуса хуппипе пĕрлех теркăламалла, тăвар сапса хутăштармалла. Çак хутăша ыратакан ÿт çине çывăрма выртас умĕн хумалла.

Юн пусăмне йĕркене кĕртме: термоса 1 стакан вĕри шыв ямалла, 20 тикĕт курăкĕ (гвоздика) хумалла. Ирхине сăрăхтармалла. Шĕвеке апатчен çур сехет маларах кунне 3 хут ĕçмелле.

Астăвăма лайăхлатма: хаяр утин (шалфей) типĕтнĕ çулçине çăнăх пек пуличчен вĕтетмелле, ăна шывпа сыпса пĕрер чĕлтĕм кунне 3 хут çимелле.

Яндекс.Метрика