Интернет уçлăхĕ – ача хăрушлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:59 Просмотров: 89

Паянхи кун Интернет тĕнчери çынсене çыхăнтаракан хăватлă мел пулса тăчӗ. Социаллӑ сеть çӑмӑллăхӗпе пурте усӑ кураҫҫӗ теме пулать. Чылайăшĕн кулленхи интересĕ, ĕçĕ те унпа çыхăннă. Çав шутра ачасен пурнăçĕнче те Интернет пысăк вырăн йышăнать.

Ҫамрӑксем аслă çулхисенчен те ытларах унпа усă кураççĕ. Унăн усăлăхне те палăртса хăварма пулать. Унта ача-пăча кирлĕ информаци патне çул хывать, çĕнĕлĕхе алла илни аталанма, вĕренме, пĕр-пĕринпе хутшăнма, тус-юлташ йышне ÿстерме май парать.

Çав вӑхӑтрах сиенлĕ енĕсем те сахал мар. Ҫамрӑк ӑруран нумайăшĕ тĕрлĕ социаллă сетьсенче вăхăта ирттерет. Унсăр пуçне шкул ачи килти ĕçсене те унпа усă курса пурнăçлать. Çавна май хатĕр килти ĕçсене Интернетра кăна шыранăран ача пачах шутлама пăрахать. Çавăнпах унăн тимлĕхĕпе тăрăшулăхĕ самаях чакать. Интернет хăрушлăхĕ çакăнта кăна палăрмасть. Пĕтĕм тĕнчери сеть сиенлĕ информаципе «тулнă». Вĕсемпе паллашни ачан çирĕпленмен ăс-тăнне хавшатать. Унсăр пуçне виртуаллă тĕнчере вăхăта ирттернĕрен ачасем çынсемпе хутшăнма пĕлмеççĕ.

Интернетра чылай ларнăран ача сахал хускалать, уçă сывлăшра çÿреме пăрахать, куç çивĕчлĕхĕ чакать, неврологи тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ чир-чĕр пуçланать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ачине Интернетра ларма ятарлă çирĕплетнĕ вăхăт памалла, вăл мĕнле информацие «тишкернине» тата вуланине пăхмалла, вӑл кампа тата мĕнле çынсемпе çыхӑну тытнине сӑнасах тӑмалла. Усал сетьсене ан кĕччĕр тесен фильтр е ятарлă программа вырнаçтармалла. Ашшĕ-амăш тимлĕрех пулни, унăн пурнăçĕпе час-часах кăсăкланни чылай чухне усал-тĕселрен сыхлать, инкекрен çăлса хăварать.

Наталия Табакова

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика