Алă ĕçĕ — чун киленĕçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:57 Просмотров: 88

Ал-урана ĕçпе пиçĕхтер

Алла ĕçсĕр ан усра

Ĕç вăл пурнăç илемĕ

(Ваттисен сăмахĕсем)

Кĕрхи каçсем ытла та тĕксĕм, вăрăм та вĕсем. Кил картинчи выльăхсене тирпейлесе кĕнĕ хыççăн алă ĕçĕ тăвас килетех. Вăл — чун киленĕçĕ. Ăна ыттисене те явăçтарсан вара тата ытларах савăнатăн. Ульяновкăри клубра ĕçлекен Наталия Ильина çапла тума тăрăшать те. Кашни çыннăнах пулсах пĕтмест вăл. Чăтăмлăх та, тăрăшулăх та, ерçÿлĕх те кирлĕ. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕ-çĕвĕ тума хăнăхтарни пархатарлă. Çавна май Наталия Геннадьевна шкул ачисемпе клубра кружок ĕçне йĕркелеме шут тытнă. Нумайăн мар хĕр ачасемпе арçын ачасем ялта. Çавах пĕрне, иккĕмĕшне, виççĕмĕшне чун киленĕçне тупма пулăшнă.

Ильинсен килне кĕрсен вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. 85 çулхи пăянамăшĕ — Лира Ивановна — пĕчĕк минтер пичĕсене, урай, сак сармисене, тенкел çивиттисене тĕрлĕ çипрен ăсталаса çыхнă. Кинĕ аслинчен пĕрре те юласшăн мар. Вăл çурта пĕтĕмпех чечек ăшне «путарнă». Изолонран мĕн тĕрлĕ çеçке ăсталаман-ши! Урайĕнче савăтпа лараканни те, чÿрече янахĕ çине вырнаçни те, стена тăрăх явăнса ÿсекенни те пур унта. Ытларах лилисене юратать пулас. Хăшне-пĕрне светильник пек тунă. Хĕрсен, каччăсен кÿлеписем те тĕттĕмре çутатаççĕ. Вĕсене маçтăр полимер тăмĕнчен хатĕрленĕ.

— Кунта алă ĕçĕн пĕр пайĕ çеç. Çуралнă кунсенче, юбилейсенче, туйсенче хамăр ĕçсене парнелетпĕр. Ачасене, мăнуксене паллă кунĕсемпе саламлатпăр. Тĕсне çухатмаççĕ, ÿксен те ванмаççĕ, çусан та çурăлмаççĕ,— тет ăстаçă.

Ăсталама кирлĕ материалĕсене почта урлă çырăнса илет. Хальхи вăхăтра Интернет анлăн сарăлнă. Илеме юратакансем алă ăстине вăл е ку япалана туса пама та ыйтаççĕ.

Кĕрхи илеме те пÿрте илсе кĕрет Наталия Геннадьевна. Чечексен тунисене çулçăсемпе пуянлатать. Пилеш, палан çупкамĕсем те пур вĕсенче. Çавăнпа алă ĕçĕсем чĕррĕн туйăнаççĕ.

Çĕмĕрле тăрăхĕнчен килнĕскер çакăнта тĕпленессе шутлама та пултарайман. Андрей Павловичпа вĕсем Шупашкарта паллашнă. Пасар экономики вăй илнĕ вăхăтре ача-пăчаллă пулсан хулара тытăнса тăма йывăртарах пулнă. Вăхăтлăха тесе вĕсем яла таврăннă. Çав вăхăтлăх вара яланлăхпа улшăннă. Халĕ пĕртте ÿкĕнмест. Пăянамăшĕпе — килĕшÿре. Икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем атте-аннерен уйрăлнă ĕнтĕ. Раççейĕн тĕп хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Çемьеллĕ. Хăйсем ачасем ÿстереççĕ.

Тăван киле ăшшăн кĕтсе илеççĕ ăрăва малалла тăсакансене аслисем. Тутлă апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Вăрман çывăхĕнче пурăннăран çырли те, кăмпи те, тĕрлĕ чей курăкĕ те çителĕклех. Юр-варĕ ытлă-çитлĕ. Икĕ ĕне тытаççĕ. Кил картинче сурăхсем те усраççĕ.

Ĕçе те кăмăлтан утать Наталия Ильина. «Илем» фольклор ушкăнĕ аталансах пырать. Унта 8-9 çын çÿрет. Уявсенче ял халăхне хăйсен юрри-кĕввипе савăнтараççĕ. Клубра юсав ĕçĕсене пурнăçланăран кĕрсе-тухма кăмăллă, ăшă. Пĕчĕк йышпа пулин те вĕсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли сеткăсем те çыхаççĕ.

Ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупнă культура ĕçченĕ. Территори пайĕн администрацийĕ сĕнекен ĕçсене вăхăтра тата кăмăлтан пурнăçласа пырать. Халăхпа пĕрле пулсан ĕç кирек ăçта та ăнать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика