Выльăх-чĕрлĕх картиш тулли

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:47 Просмотров: 89

Ялта пурăнакан кашни çын хăйне майлă ĕçчен, пултаруллă. Нумайăшĕ иртен пуçласа каçченех ура çинче. Выльăх-чĕрлĕх тытса, пахча çимĕç çитĕнтерсе укçа кĕртме тăрăшаççĕ. Хушма хуçалăха аталантарма патшалăх та май пур таран хавхалантарать. Акă, Ишлĕри Семеновсем хăй тĕллĕн ĕçлекенсене паракан пулăшупа виçĕ çул каяллах усă курнă.

— Пирĕн тăватă гектар ытла çĕр, анненне тата асанненне хамăр çине регистрациленĕ. Лаптăкăн пысăк пайĕнче нумай çул ÿсекен курăк çитĕнет. Ăна алă вĕççĕн çеç пухса кĕртейместĕн, техника кирлĕ. Малтан çынсенчен курăка çулма, тавăрма ыйтаттăмăр. Патшалăх хушма хуçалăха аталантарма паракан пулăшу пирки пĕлсен усă курас кăмăл çуралчĕ. Ишлĕ территори пайĕн администрацийĕнче вăй хуракансем документсене хатĕрлеме пулăшрĕç. 200 пин тенкĕ ытла пачĕç пире, унпа пресс, косилка тата ворошилка туянтăмăр. Пирĕншĕн çакă питĕ лайăх пулчĕ, малалла аталанса кайма май пачĕ, — тет Ольга Семенова.

1981 çулта çак ялтах çуралнă Ольга Юрьевна Шупашкарти 20-мĕш професси училищинчен повара вĕренсе тухнă. Кукеçри пĕр кафере хăйĕн профессийĕпе 5 çул ĕçленĕ. Амăшĕ вилнĕ хыççăн тĕп килне хупас мар тесе тăван тăрăха таврăннă. Выльăх-чĕрлĕх усрама пикеннĕ. Ĕне, сурăхсем, сыснасем тытнă. Патшалăх пулăшăвĕ йыша та ÿстерме май панă. Халĕ сăвăнакан ĕнесен, пушмаксен тата пăрусен шучĕ пĕрле 15 пуçа çитнĕ. Йыш хушăннăран хуралтăсене те пысăклатнă.

Утă хатĕрлесси те малтанхинчен чылай çăмăлланнă. Илья Петрович трактортан кирлĕ хатĕрсене кăкарать те хăйех çулать, тавăрать... Кил хуçин алли ылтăн. Вăл çурт-йĕре шалтан юсаса тирпейлессипе ăста пулнипе палăрса тăрать. Çăмăл автомашинăпа та çÿрет.

Ĕçлес текен аталанмалли майсем шыратех. Ишлĕри Семеновсем шăпах çавсен шутĕнче.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика