Эрне тухăçлă иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:26 Просмотров: 84

Шкулсенче иртекен предмет эрнисем тавракурăма анлăлатма, пĕлĕве тарăнлатма, ачасене малалла аталанма, ăсталăхне ÿстерме, ытти çĕршыв историне тĕплĕнрех пĕлме, вĕреннĕ темăна асра тытма пулăшаççĕ. Вĕсене çитĕнекен ăру йышлăн хутшăнма пултарнине те палăртмалла. Вĕрентекенсем çаксене пурне те тĕпе хураççĕ те. Эрне вăхăтĕнче хăш мероприятине явăçассине ачасем хăйсем те суйласа илме пултараççĕ. Уйрăмлăхĕ ÿсĕм çулне кура пайланнинче çеç. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ирттернĕ акăлчан чĕлхин эрни те çакна çирĕплетрĕ.

Эрне вăхăтĕнче ачасем ют çĕршыв чĕлхипе калаçрĕç. Хăйсен пултарулăхне вĕсем тĕрлĕ шайра тĕрĕслерĕç. Пĕрисем ÿнер ĕçĕнче, теприсем юрă-ташăра, виççĕмĕшĕсем литературăра тата ытти çĕрте палăрчĕç. Тĕрлĕ предметпа çыхăнура пулни те сисĕнчĕ.

Эрне вăхăтĕнче палăртнă мероприятисем пурте пурнăçланчĕç. Вĕсене 2-11 классенче вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç. Р.Айзатуллова алфавит уявне ирттерчĕ, тепĕр классемпе акăлчансен уявĕсене пĕлнине тĕрĕслерĕ. И.Валеева вĕрентекенпе çак халăхăн юррисене вĕренчĕç. 5 класра викторина иртрĕ. А.Сулейманова 6-7 классене çак çĕршыва вăйă-çул çÿревне чĕнчĕ. Аслăраххисем вĕсен йăли-йĕркипе презентаци турĕç тата ытти те.

Эрне тухăçлă та интереслĕ иртрĕ. Вăл акăлчан чĕлхине вĕренес туртăма тата ÿстерчĕ. Ăна линейкăра пĕтĕмлетрĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсем, хавхалантару парнисем, лайăх паллăсем пачĕç.

И.ВАЛЕЕВА, Р.АЙЗАТУЛЛОВА, А.СУЛЕЙМАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика