Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви Чăваш Енри гражданла обществăсене аталанма субсиди уйăрма йĕркелекен конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мĕн пурĕ конкурса финанс пулăшăвĕ илес тĕллевпе 85 заявка кĕнĕ. Вĕсенчен çурри ытла çĕнтернĕ. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи Кĕçĕн Патăрьелĕнчи ТОС – общество самоуправленийĕн территорийĕ — те пур. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки хаçат редакцине ТОС «Малобатыревский» начальникĕ Алевтина Кузюкова:
— Ырă хыпар Кĕçĕн Патăрьелсене савăнтарчĕ. Эпир конкурса тăратнă «Быть здоровым лучше» проект çĕнтерсе 1 миллион тенкĕ гранта тивĕçрĕ. Раççей Президенчĕн тата Чăваш Республикин фончĕсенчен уйăракан укçа-тенкĕпе эпир ялти «Олимп» спорт комплексĕнчи футбол уйне тирпейлесе йĕркене кĕртесшĕн. Çамрăксене хăтлă футбол уйĕ кирлех тесе шутлатпăр. Грант пулăшăвĕ пирĕн ĕмĕт-шухăша пĕтĕмпех пурнăçлама çитмĕ, паллах. Çапах пуçламăшĕ пур! Ĕçе темиçе тапхăрпа йĕркелеме тивĕ. Çавăнпа малашне те пирĕн ТОС общество территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе çакнашкал конкурса хаваспах хутшăнасшăн.
Редакцирен: Кĕçĕн Патăрьелĕнчи общество самоуправленийĕн территорийĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче йĕркеленнĕ пĕрремĕш ТОС. Икĕ çул каялла пуçарса янă ăна ялта.
Альбина НИКОЛАЕВА
Декабрь 2025 |
