Техĕмлĕ пыл — ватăсемшĕн пысăк парне

Категория: Публикации Опубликовано: 07.11.2025, 14:11 Просмотров: 152

АЛМАНЧĂРИ культура çурчĕ çумĕнчи «Туслăх» творчество кружок членĕсем Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсем хÿтлĕх тупнă стационарлă уйрăмри асаннесемпе асаттесене концерт программипе савăнтарнă. Сцена ăстисем чăваш, вырăс юррисене шăрантарнă. Хăнана Алманчăсем пушă алăпа та кайман. Юрăçсен ушкăнĕнчи ял хастарĕ Борис Французов ватăсене 12 килограмм техĕмлĕпыл парнеленĕ, пурне те сывлăх, пысăк хавхалану суннă.

Яндекс.Метрика