УШКĂНПА кар тăрса ĕçлекен ĕç сумлă та, хисеплĕ те, курăмлă та. Ку тĕлĕшпе Аслă Чеменсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Вĕсем час-часах нимелле, хăйсен хастарлăхĕпе пĕрле пуçтарăнса ĕç тăваççĕ. Акă, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн каллех пархатарлă ĕçре пуçарулăх кăтартнă, пĕрлехи вăйпа Подлесная тата Кооперативная урамсене пĕрлештерекен юхăннă кĕпере çĕнетсе капăрлатнă. Хальхи вăхăтра çĕнĕ кĕперпе утса каçса çÿреме те кăмăллă.
Ял çыннисем çак кунсенчех «Айтуш» уçланкинче те ушкăнпа кĕркуннехи субботник ирттерсе йĕрке тунă.
Декабрь 2025 |
