Шупашкарта «Хыпар» хаçат парнисемшĕн кире пуканĕ йăтассипе Раççей шайĕнчи турнир иртрĕ. Унта пирĕн çамрăк спортсменсем хутшăнса хăйсене тивĕçлĕн кăтартнă. Кире пуканне çĕклемессерен ÿт-пÿ вăйне кăна мар, калама çук тÿсĕмлĕхе, çĕнтерÿ патне ăнтăлнине палăртнă. Тĕрлĕ виçе категорийĕнче опытлисене хыçа хăварса медальсем çĕнсе илнĕ.
53 килограмм таяканнисем хушшинче пĕр пăтлă кире пуканне 71 хут çĕклесе Туçари Елена Манькова виççĕмĕш вырăна тухнă. Карина Плечова (Вăтаел) вара хĕрсем хушшинче абсолютлă чемпионка ятне тивĕçнĕ. 16 килограмлă кире пуканне 191 хутчен çĕкленĕ.
Хĕрсен тренерĕсем — пĕр тăван Виталийпе Борис Глинкинсем.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
