Муниципалитет округĕн пухмачне тата икĕ ылтăн, виçĕ пăхăр медаль хутшăннă.
Улатăр хулинче Д.Трифонов тренера асра тытса бокспа йăлана кĕнĕ ăмăрту иртнĕ. Унта Матвей Кузьминпа Дмитрий Григорьев ылтăн, Линар Хамбиков, Иван Галкин, Алексей Спинов кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.
Спорт çак енĕ пирĕн округра икĕ çул каялла çеç аталанма пикеннĕ. Малтахни çитĕнÿсем пурри вара савăнтарать. Çамрăксене Алексей Чернов тренер ăмăртусене хатĕрлет.
Август 2026 |
