Çак кунсенче «Корэш» наци кĕрешĕвĕпе иртнĕ Мускав чемпионатĕнче пирĕн ентеш, Тутар Сăкăтĕнче çуралса ÿснĕ Рафис Гельметдинович Козлов (сăн ÿкерчĕкре 1-мĕш вырăнта) абсолютлă категорири чемпион пулса тăнă. Пирĕн спортсменсем округ тулашĕнче те чăн-чăн паттăрсем пулни Патăрьелсене савăнтарать те, мăнаçлантарать те. Вулаканăмăра тĕлĕнмелле паттăрпа, нумай-нумай акатуйсен çĕнтерÿçипе, кăтартуллă спортсменпа çывăхрах паллаштарасшăн.
Хальхи вăхăтра 52ри çемье пуçлăхĕ Рафис Гельметдинович мăшăрĕпе тата хĕрĕпе çĕршывăн тĕп хулинче, Мускавра, пурăнать, Мосметрострой управленийĕнче тоннельсем тунă çĕрте ĕçлет. Сăмах май каласан, çемьере çитĕннĕ ултă ачаран пурте тенĕ пекех çак аслă хуламăрта тымар янă. Пĕр аппăшĕ çеç Ульяновск облаçĕнчи ялта тĕпленнĕ.
Патăрьел округĕн каччи Раççей шайĕнчи ăмăртусенче вăйлă кĕрешекенсене парăнтарса спортăн анлă çулĕ çине еплерех тухнă-ха?
— Кĕрешÿ туйăмĕ манăн ача чухнех тĕвĕленнĕ. Тутар Сăкăт ялĕнчи шкулта ултă çултах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿреттĕм. Помост çине тухса тепĕр çынпа хамăн вăя тĕрĕслесси маншăн чăн-чăн мăнаçлăхчĕ. Ун чухнех чылайăшне çурăм çине вырттарма тĕллев лартаттăм.
1990 çулта Патăрьелĕнчи Акатуй-Сабантуйра хамăн вăйăмпа пултарулăхăма йышлă халăх умĕнче тĕрĕслесе пĕрремĕш хут абсолютлă чемпион пулса тăтăм. Ун чухне эпĕ 16ри каччă çеç пулнă. Хам мĕнле савăннине паян та лайăх ас тăватăп. 75 килограмччĕ пысăк помост çине тухнă вăхăтра. Соперниксем шиклентеретчĕç, мĕншĕн тесен 100 килограмм ытлараххисем те пурччĕ. Çапах та эпĕ вĕсене пурне те çĕнтертĕм. Патăрьелĕнчи çак акатуй манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăнчĕ, кĕрешÿре тата вăйлăрах пулма хистерĕ, — кăмăлтан аса илет паян Рафис Гельметдинович асра юлнă пĕрремĕш пысăк çĕнтерĕвне.
Каччă салтакра та, ун хыççăн та спорт каçалăкĕнчен кайман. Çар тумне хывнă хыççăн малтанах Ульяновскинчи заводра ĕçленĕ. Çав кĕске тапхăрта та хулари Акатуйра кĕрешес енĕпе виçĕ хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă.
2001 çулта ĕçри лару-тăру тата пурнăçри йывăрлăхсем ăна Мускава илсе çитернĕ. Хăнăхман пысăк хулара та спортран писмен, ун вырăнне çĕнĕ çитĕнÿсемпе хавхаланса пынă. Кунта стройкăра ĕçлесе пурăннă вăхăтрах Мускав чемпионачĕн, Раççейри Акатуйра наци кĕрешĕвĕн çĕнтерÿçи пулнă. Сăмах май каласан, акатуй çĕнтерÿçисене йăлана кĕнĕ йĕркепе яланах така парнелеççĕ. Иртнĕ çул çеç Мускавра пурăнакан пирĕн ентешĕмĕр çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи акатуйсене хутшăнса 12 така çĕнсе илнĕ!
Рафис Гельметдинович хăш таки уншăн уйрăмах йывăр пулнине уйрăммăн палăртса та калаймасть. Мĕншĕн тесен помост çинчи кĕрешÿ нихăçан та çăмăл мар. Çав вăхăтрах теветкеллĕ те. Пĕлтĕр, сăмахран унпа пĕрле тупăшаканни 140 килограмлă виçепе кĕрешнĕ. Вăл вара ун чухне 105 килограмм пулнă. 15 минута тăсăлнă çивĕч тупăшура суранланнă пулин те, пирĕн ентешĕмĕр каллех абсолютлă чемпион ята çĕнсе илнĕ!
Кĕрешÿ ăсталăхĕ, пуян опыт, спортсмен хăйĕн умне çивĕч тĕллев лартни, эрнере виçĕ хутчен спортзалри тренировкăсенче темиçешер сехет пиçĕхни кирек мĕнле ăмăртура та ăна пулăшса пырать. Малашне те çапла пултăр!
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
