Хÿтĕлев чикки Гельмизиян аппан асĕнчен нихăçан та тухмĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 13:43 Просмотров: 36

Октябрĕн 28-мĕшĕ — Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннисене астумалли кун. Ăна Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ятарлă хушăвĕпе 2021 çултанпа палăртаççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче шартлама сивĕре шăннă çĕре ката-ката, кĕске вăхăтра тыл паттăрĕсем, ачасем, çамрăксем, хĕрарăмсем, ватă çынсем те — 380 çухрăм хÿтĕлев линине чавнă. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр, çинĕ-çимен, çине питĕрме ăшă тумтир, урине тăхăнмалли ăшă çăматă пулманнине пăхмасăр ĕçленĕ вĕсем.

1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче республикăра пурăнакансене Сăр тата Хусан тăрăхĕнче окоп чавма явăçтарасси пирки ятарлă йышăну тунă. Çакăн хыççăн хĕрарăмсем, çамрăк ача амăшсем, кинемейсемпе мучисем тата ыттисем те хăйсене шеллемесĕр пурте пĕр çын пек пулса Çĕнтерĕве çывхартас тесе кар тăнă, окоп чавма кайнă.

— Йывăр пулнă. Лумсемпе, кĕреçесемпе такаттăмăр хулăн шăнса ларнă çĕре. Ун чухне хĕл те сивĕ, çил-тăманлă килчĕ. Тепĕр чухне алă-ура шăнса туйми те пулатчĕ, çапах та хăшĕ-пĕри йывăр чирлесе сусăрланнă пулсан та пысăк ушкăнра нăйкăшман. Кăштах канса илнĕ те каллех такканă. Халĕ ватлăхăмпа чылайăшĕ манăçрĕ те ĕнтĕ. Çапах чĕрере пирчейми йĕр тăрса юлнă йывăр вăхăтсене паянхи кун та куç умне кăларатăп. Тĕлĕнетĕп те: мĕнле чăтнă-ши? — тет ассăн сывласа хисеплĕ тыл паттăрĕ, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă 95 çулхи Гельмизиян аппа.

Паян Гельмизиян Сабирулловна (сăн ÿкерчĕкре) килти пысăк çемйине, тăватă ăрăва пĕр чăмăрта тытса тăракан, çамрăксене ырă сĕнÿ-канашпа пулăшакан хисеплĕ ватă. Мăшăрĕпе (йывăр тăпри çăмăл пултăр) вĕсем ултă ача çуратса ÿстернĕ. Эпи икĕ ăрури мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Сайдашевсен пысăк та тирпейлĕ, ĕçлĕхлĕ çемйи ялта та хисеплĕ.

х х х

Хальхи вăхăтра та Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас, Çĕнтерĕве çывхартас тесе ял çыннисем, тыл хастарĕсем çав тери тăрăшаççĕ, хÿтĕлев сеткисем çыхаççĕ, вĕсене çарта кирлĕ япаласемпе тивĕçтереççĕ. Шăхач территори пайĕнче те ял-йыш (сăн ÿкерчĕкре) çак сăваплă ĕçе хастар хутшăнать. Эдуард Козлов волонтер вĕсем хатĕрлекен хÿтĕлев сеткисене кирлĕ вырăна вăхăтра çитерет.

Ыхра Çырминчи Гельмизиян Сабирулловна Сайдашева фронта пулăшас тĕллевпе аслисемпе пĕрле хÿтĕлев чиккине чавма хутшăннă чухне 11-12 çулта çеç пулнă. Апла пулин те мĕн пур вăйне парса ĕçленĕ.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика