Вăхăтран-вăхăта тĕрĕслевре пулмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 13:41 Просмотров: 41

Усал шыçă чирĕсем çынсене хуть хăçан та пăшăрхантарма пултараççĕ. Çавах ку чухнехи медицина сиплевĕсем пациентсен диагнозне сирме те, вуншар çул тулли пурнăçпа малалла сывлăхпа пурăнма та май параççĕ. Çитĕнÿ çăлкуçĕ — чире вăхăтра палăртнинче тата тĕрĕс диагностикăра.

Кăкăр ракĕ — хĕрарăмсен чи анлă сарăлнă чирĕ. Сипленсен унран хăтăлма та пулать. Чирĕн малтанхи паллисене асăрхама тăрăшмалла. Диспансеризаци вăхăтĕнче пĕр пациенткăн 15 миллиметрлă кăкăр шыççине палăртрăмăр. Онкодиспансерта унăн чăнах та пĕрремĕш стадиллĕ усал шыçă пулни çирĕпленчĕ. Ăна сиплевпе парăнтарма май пулчĕ.

Кашнийĕшĕ хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла. Вăхăтра диспансеризаци тухмалла. Маммографи те унта кĕрет. Хăвăрăн кăкăра хăвăр тĕрĕслесе тăни те лайăх.

2023 çулта муниципалитет округĕнчи тĕп больницăра цифрлă маммограф вырнаçтарнă. Анлă технологиллĕ хатĕр паталогине тĕрĕс палăртма май парать. Пирĕн сиплев учрежденийĕнче кăçалхи иртнĕ тăхăр уйăхра 5000 ытла хĕрарăм унпа тĕрĕсленнĕ.

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шурă халатлă ĕçченсем вырăнсене тухса та çынсен сывлăхне тĕрĕслерĕç. Чире малтан тупса палăртнине нимĕн те çитмест. Ÿркенмесĕрех вăхăтран-вăхăта тухтăрсем патĕнче пулма тăрăшмалла.

Анастасия ВОЛКОВА, тĕп больницăри онколог

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика