Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, ячĕсем те вилĕмсĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 13:40 Просмотров: 48

Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă пиллĕкмĕш «Паттăр парттине» уçнă. Сăн ÿкерчĕкре малти ретре Сергей Михеев амăшĕ ларать. Пĕр ĕмĕр патнелле çывхаракан аслă çыннăн чĕре суранĕ нихăçан та пирчеймĕ. Йĕре-йĕре куççулĕ те типнĕ-тĕр унăн. Хутран-ситрен хĕрес хывса илни ывăлĕшĕн Турра кĕл тунине çирĕплетет.

Ульха аппа тесе чĕнеççĕ ăна ялта. Çак кун унăн ячĕпе ял-йыш нумай тав сăмахĕ каланă. Вăл чăнах та çĕршывăн хастар хÿтĕлевçине пăхса çитĕнтернĕ. Сергей ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă, чăн-чăн патриот. Шел, унăн кун-çулĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче татăлнă. Шкулта Сергей Михеев ячĕпе «Паттăр парттине» уçма йĕркеленĕ мероприяти пурин чунне те çÿçентерет, хурлăхлă самант... Тепĕр енчен паттăрсене сума суни, манманни хăпартлантарать те.

Сергей нумай ачаллă çемьере ÿснĕ. Шăпах çак шкулта уроксене кĕнĕ, унăн коридорĕнче чупса çÿренĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă çамрăк. Çĕршыв йывăрлăха кĕрсе ÿксен ăна хÿтĕлеме тăнă, урăхла пулма та пултарайман. Тивĕçе пурнăçлас тĕллевпе контракт çырнă.

Иртнĕ çулхи июнь уйăхĕнчи пĕр çапăçура пурнăçĕ ĕмĕрлĕх татăлнă. Унăн пурнăçĕ — кашни çыншăн паттăрлăх урокĕ. Вăл вĕреннĕ шкулта ун ячĕпе уçнă парта ентеш паттăрла пуçне хунине уççăн çирĕплетет. Паттăрсем вилмеççĕ, вĕсен ячĕсем вилĕмсĕр.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика