Пĕрле тăрăшсан ĕç пулать

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 13:39 Просмотров: 40

Ял хăтлăхĕ кунта пурăнакансенчен нумай килет. Юлашки çулсенче «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн сахал мар ĕç турăмăр, малашлăх тĕллевĕсем те пысăк. Акă, Пăлапуç Нурăсĕнчи клуб фасадне çĕнетнĕ. Ишлĕре кÿлле юшкăнран тасатрăмăр, çулсене те çĕнетсе пыратпăр тата ытти те.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка та юсарăмăр. Кунта вăрçă ачисене тата тыл ветеранĕсене сума суса ятарлă плитасем уçрăмăр.

Пăлапуç Нурăсне кĕнĕ çĕре стела тунă. Тепĕр ырă япала та савăнтарать. Пушар деповĕ валли тунă ăшă гараж та халăх пуçарăвĕпех пулчĕ.

Ниме ĕлĕкрен пыракан ырă йăла. Ушкăнпа кар тăрса ĕçлессине яланах мала хунă. Пĕччен сурсан типсе пырать, ушкăн сурсан кÿлĕ пулать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Кирек хăш ĕçе пуçăнассине те ял хастарĕсемпе канашлатпăр. Аслă çулхисем ертсе пыраççĕ, çамрăкраххисем вĕсенчен юлмаççĕ.

Халĕ ял урамĕсене тасатасси те çĕнĕлĕх мар. Масар территорийĕсенче субботниксем ирттеретпĕр. Тирпей-илем илĕртет, тасамарлăх куçа тирĕнет-çке. Малашлăхра та çакна йăлана кĕртсе тытса пырасшăн.

Марина КАБАЕВА, Ишлĕ территори пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика