Юлашки вăхăтра Патăрьел муниципалитет округĕн администрацине, çав вăхăтрах «Авангард» хаçат редакцине те РФ ял хуçалăх министерствин 2020 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшÿллĕн хăш-пĕр çынсем ветеринари йĕркине пăхăнмасăр выльăх-чĕрлĕх усрас, аш-какай туса илес, ăна сутса услам тăвас тĕллевпе килти хушма хуçалăхра е кÿршĕсен карти çумĕнчех шултра выльăх йышлă усрани, выльăх ферми уçнă пирки, çавна май таврана ырă мар шăршă сарни, выльăх каяшĕпе тирпейсĕрлетни, варалани, кÿршĕ-аршăна пурăнма меллĕ мар услови туса хуни пирки пăшăрханса çыракансем йышланчĕç.
Кун пек тĕслĕхсем уйрăмах Шăнкăртам ялĕнче час-часах тĕл пулаççĕ. Хăш-пĕр çемьесем хушма хуçалăхпа туллин усă курни çеç мар, саккуна пăхăнмасăр тавралăха, çынсене сиен кÿреççĕ. Акă, нумай пулмасть çак сăлтавпа выльăх-чĕрлĕх усраса услам тăвакан пĕр гражданинăн суд сакки çинех ларма тивнĕ. Суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ хыççăн пĕр уйăхран çакскерĕн маларах асăннă приказпа килĕшÿллĕн килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усранă чухне пăхăнмалли ветеринари нормисене шута илмех, йăнăша тÿрлетмех тивет. Суд гражданина килти хушма хуçалăхра 10 пуçран ытла мар шултра мăйракаллă выльăхпа лаша усрама, çав вăхăтрах хăй ирĕкĕпе туса лартнă лаша тата пăру фермисене кÿршĕсенчен 15 метр аякра, хăйĕн çĕр участокĕн варрине тума ыйтнă.
Кучухне патшалăх килти хушма хуçалăха аталантарас, çынсене ĕçлеме май туса парас тĕллевпе тĕрлĕрен пулăшу парать. Унпа, паллах, май пур таран усă курмалла. Çапах та саккун йĕркине, этем факторне те шута илмелле, кÿршĕ-аршăна, ял-йыша та хисеплемелле. Ыттисене чăрмав кÿмелле мар.
Декабрь 2025 |
