Ăмăртура Чăваш Ен, Пушкăртстан, Тутарстан республикисен юланутçисем хутшăннă. «Акбузат» ипподромĕнчи матч «ЧуБаТары» ятпа иртнĕ. Ăна çĕршыври лаша ĕрчетес ĕçĕн паллă çыннине Вячеслав Политова халалланă.
Вячеслав Константинович Мордва Республикинчи лаша заводĕнчи ахаль рабочирен Чăваш Енри Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕн директорне çитнĕ. Ертÿçĕре 30 çул ытла вăй хунă.
Ĕпхÿ хулинче йĕркеленĕ мероприятие хутшăннисенчен Чăваш Республикин представительне палăртса хăвармалла. Вăл — ăста юланутçă, «Республика мăнаçлăхĕ» тата «РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Алексей Краснов. Саккăрмĕш теçеткене вакланă пулин те хăйĕн ăсталăхĕпе савăнтарать.
Чăваш Енрен килнĕ делегацие чăваш наципе культура автономи пайташĕ Владимир Яковлев ăшшăн кĕтсе илнĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансем 1600 метрлă дистанцие хыçа хăварнă. Алексей Краснов кубока тата парнене тивĕçнĕ.
Роман МАЛОВ, Чăваш Енри Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕн директорĕ
Декабрь 2025 |
