Ÿссен эсĕ кам пулан?

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 13:33 Просмотров: 65

Çамрăк ăрăва мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ профессипе паллаштарни кайран вĕсене тивĕçлĕ йышăну тума пулăшать. Çакна шута илсе Первомайскинчи ача садне çÿрекен аслă ушкăнри ачасем Татьяна Хураськина воспитательницăпа пĕрле ялти ветеринари лечебницине çитсе курнă. Вĕсене Надежда Трофимова выльăх тухтăрĕ ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕ. Ветеринар профессийĕ пирки тĕплĕн ăнлантарнă. Çавăн пекех чĕлхесĕр янаварсен сывлăхне тĕрĕслемелли хатĕрсемпе паллаштарнă.

Çул çитменнисене экскурси питĕ килĕшнĕ. Вĕсем выльăх тухтăрĕн сăмахĕсене ăша хывнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика