Концерт — Пушкин карттипе

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 13:31 Просмотров: 28

Тури Чакăри культура çуртĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ пулчĕ. Ăна Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене, паянхи çутă пурнăçшăн алла хĕç-пăшал тытнисене сума суса йĕркеленĕ.

Ыр кăмăллăх мероприятийĕ — пурнăçа кĕртме пултаракан пирĕн сăваплă ĕçсен пĕр пĕчĕк пайĕ. Вăл эпир йывăрлăхра пурте пĕрле пулнине уççăн çирĕплетрĕ.

«Тăван çĕршывшăн. Туслăхшăн» ятпа йĕркеленĕ каçа ял çыннисемсĕр пуçне Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Вĕсем «Пушкин картти» проектпа усă курса концерт пăхрĕç.

Программа пуян пулчĕ. Артистсен професси ăсталăхĕ куракансен кăмăлне çĕклерĕ.

Кашни тенкĕ, кашни юрă, кашни ырă сăмах паттăрсем патне çиттĕрех, вĕсене вăй-хал хуштăр. Эпир хÿтĕлевçĕсене шанатпăр, вĕсем çĕнтерÿпе таврăнаççех.

Надежда КОШЕЛЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика