Чыса тивĕçни — коллектив çитĕнĕвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 13:29 Просмотров: 33

Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ «Чебо» чипсы кăларма пуçăннăранпа темиçе çул та мар. Çавах вăл ят-сумне ÿстерме пултарчĕ. Паян çак çимĕçе хамăр республикăри кашни суту-илÿ точкинче тенĕ пекех туянма пулать. Çавăн пекех ăна Ульяновскине, Марий Эла, Хусана, Мускава тата ытти çĕре те ăсатаççĕ.

«Пахалăхĕ пуртан продукци складра выртса тăмасть. Шупашкарти «Пехет» агромаркетра та вырăн тупрĕ вăл. Мускаври «Ылтăн кĕркунне» агропромышленность куравĕнче те республика продукцийĕпе пĕрле хăйĕн «сăнне» кăтартрĕ,— тет хăйсен ĕçĕпе паллаштарса Валерий Леонидович.

Заводра ĕçе тулли хăватпа йĕркелесе пыма тăрăшаççĕ. Çĕрулмине çăвассине, касассине, чипсы хатĕрлессине веçех механизациленĕ. Лини çинче ĕçлекенсем продукци пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Ĕç ăнăçлăхĕ — кадрсенче. Кунта вăй хуракан Ирина Андреева (сăн ÿкерчĕкре), акă, кĕске хушăрах муниципалитет округĕнче професси тĕлĕшпе «Продукци тирпейлекен сферăри чи лайăх технолог» ята тивĕçрĕ. Хăйĕн ĕçĕ пирки хавхаланса каласа парать вăл.

— Хура тăпра çинче технологие пăхăнса çитĕнтернĕ çĕр улмирен хатĕрлетпĕр чипсыне. «Варяг» сортпа усă куратпăр. Кашни килограмм чипсы валли 4 килограмм çĕр улми каять. Лини çинче харăсах сменăра 10 çын ĕçлет. Ĕçе икĕ сменăпа йĕркеленĕ. Апат вăхăтĕнче те чарăнмасть цех. Унта ĕçлекенсем черетпе апатланаççĕ,— паллаштарчĕ хăйсен ĕçĕпе Ирина Владимировна.

Паянхи кун цехра 12 тĕрлĕ чипсы хатĕрлеççĕ. Туянакансем хăймапа сухан, хăймапа ешĕл çимĕç хушнисене ытларах кăмăллаççĕ-мĕн. Вĕсем 100-шер грамлă чĕркемпе тухаççĕ. Шăрттанпа казы хутăшĕпе хатĕрленисем 70 грамм таяççĕ.

Чипсы тутине тăтăшах тепĕр хутăшпа улăштарса пыма тăрăшаççĕ. Кĕркунне хатĕрленисенче маринадланă хăяр яни те пур. Çĕнĕ çула каллех урăхрах илĕртÿллĕ çимĕç тăвасшăн.

Ирина Андреева пĕрле ĕçлекен тăрăшуллă операторсене ятран асăнчĕ. Ирина Маршева, Венера Беззубова, Наташа Маркова кунта цех уçăлнăранпах ĕçлеççĕ. Ирина Сергеевнăпа Венера Петровна сменăра аслисем шутланаççĕ.

— Ĕç килĕшет. Ялта ĕçлесе пурăнма питех те меллĕ. Килте выльăх-чĕрлĕх тытма та, пахчара çимĕç çитĕнтерме те вăхăт çитет. Кунне пĕрре тÿлевсĕр апатлантараççĕ,— теççĕ кунта ĕçлекенсем.

Сентре çине тухакан продукцин кашни ушкăнне тĕрĕслет Ирина Владимировна. Çĕнĕ хутăшпа кăлараканнине коллективпах тутанса хак параççĕ..

Паян цехра ĕçлекенсем çителĕклĕ. Вĕсем кÿршĕ ялсенчен те килсе çÿреççĕ. Николайпа Зоя Емильевсем, акă, Кушкăран çул ÿкернĕ.

Ирина Андреева хăйне професси тĕлĕшпе чи лайăххисен шутне кĕртнинче коллектив тÿпине курать. Малашне те çак йышпа килĕшÿре ĕçлеме ĕмĕтленет професси ăсти.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика