Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, администрацин структура подразделенийĕсен етÿçисем, территори пайĕсен начальникĕсем, çавăн пекех Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк министерствин представителĕсем, «Ситиматик Чувашия» тулли мар яваплă пĕрлешÿ ертÿçи те хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.
Сесси кун йĕркине кĕртнĕ сакăр ыйтăва пăхса тухрĕ. Пĕрремĕш ыйту — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2023 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи 192-мĕш номерлĕ Указне улшăнусем кĕртесси» Указ проекчĕн килĕшĕвĕ çинчен.
Проект муниципалитет пĕрлĕхĕсенчи граждансен коммуналлă çăмăллăхĕсен хакĕпе çыхăннăран калаçу хĕрÿ иртрĕ. Республика представителĕсем РФ çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн электроэнергишĕн, хытă каяшпа усă куракансен регион операторĕшĕн, çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли пулас тарифсемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех хытă каяшсене тирпейлессипе тимлекен «Ситматик Чувашия» регион операторĕ пурнăçласа пыракан ĕçсем, çав вăхăтрах территори пайĕсенче çÿп-çап пуçтаракан контейнерсемпе унăн таврашĕнче тăтăшах тирпей те хăтлăх, йĕрке тытса тăрас, пуçтарăннă хытă каяша çирĕп йĕркепе илсе каяс тĕллевпе пурнăçламалли ыйтусене çивĕчлетрĕç. Республика представителĕсем депутатсен, территори пайĕсен пуçлăхĕсен чылай ыйтăвне хуравларĕç.
Çавăн пекех сессире Патăрьел муниципалитет округĕн 2025 çулта муниципаллă пурлăха приватизацилемелли прогноз планне улшăнусем кĕртес, 2026 — 2027 çулсенче Патăрьел муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли тĕп енсем, Патăрь-
ел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн «Патăрьел муниципалитет округĕн 2025 çул валли тата планпа пăхнă 2026 тата 2027 çулсен бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тата ытти ыйтăва та пăхса тухрĕç.
х х х
- Республикипе 1684 ялтан хытă каяша илсе тухаççĕ.
- Мĕн пурĕ 30517 контейнер вырнаçтарнă.
- 2024 çулта 274 пин тонна хытă каяша ялсенчен турттарнă.
Альбина НИКОЛАЕВА
Декабрь 2025 |
