Грипран прививка тăватпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 11:52 Просмотров: 44

Грипп вирусĕ çăмăл ерет. Чире пуçарса яраканскерсем пирĕн таврара яланах пур. Вĕсем питĕхăвăрт улшăнаççĕ. Çавăнпа чир темиçе хут та ерме пултарать. Сыв мар çын калаçнă, ÿсĕрнĕ вăхăтра сывлăша варалать.

Грипп эпидемийĕ çулленех кĕркунне тата çуркунне çанталăк улшăннă вăхăтра пуçланать. Пĕтĕм тĕнчипе палăрать. Хăрушлăх вара чир йывăр иртнинче. Çын вилнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ. Гриппа ытларах çын хушшинче ĕçлекенсем — преподавательсем, суту-илÿ, медицина ĕçченĕсем — чирлеççĕ. Çавна май çулленех уйрăм ушкăна кĕрекеннисене прививка тăваççĕ. Çав йыша 6 уйăхран аслăрах ачасем, шкулта, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухакансем, хăш-пĕр професси çыннисем, 60 çултан иртнисем, чĕре, сывлав çулĕсен, сахăр чирĕ палăрнисем кĕреççĕ. Прививкăна тума пуçăннă ĕнтĕ. Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнче ăна 100 яхăн çын яртарнă. Вакцинăсем кашни çулах улшăнса тăраççĕ. Çакă эпидемие пуçарса яракан вируссенчен килет. Прививка тутарнă çынсене чир ермест е вĕсем ăна çăмăллăн ирттерсе яраççĕ.

Гриппран мĕнле сыхланмалла-ха? Çынсем нумай пуçтарăннă вырăнсенче маска тăхăнмалла, алăсене лайăх çумалла, пÿлĕме тăтăш уçăлтармалла, ытларах пахча-çимĕç, витаминсем çимелле, уçă сывлăшра нумайрах пулмалла.

Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика