2025 çул шкулти çитĕнекен ăрушăн уйрăмах тухăçлă пулчĕ: харăсах икĕ кĕнеке пичетрен тухрĕ. Пĕрремĕшне — «Пирĕн пĕрремĕш кĕнекене» — 6 а класра вĕренекенсем вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л. Узбекова, математикăпа пĕлÿ паракан Э.Мухаметзянова класс ертÿçи пулăшнипе кун çути кăтартнă.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта «Пĕтĕм Раççейри шкул летопиçĕ» программăпа килĕшÿллĕн сумлă та асра юлмалли мероприяти иртрĕ. 2018 çултанпах кунта «Пĕчĕк çыравçăран пуçласа аслă вулакан патне» тĕлĕнмелле вĕрентÿ проекчĕ анлăн пурнăçа кĕрсе пырать. Вăл вĕренекенсене чăн-чăн автор рольне кĕрсе кайма май парать. Çитĕнекен ăру хăйсен ĕçне Мускав хулинче пичетлесе кăларма пултарать. Программа Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ тата наука министерстви тата стратегилле Агенство пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать. Çавăнпа унăн пĕлтерĕшĕ те çÿллĕ шайра. Кашни кĕнекен электронлă экземплярĕ яланлăха упранма Раççей Кĕнеке палатине, Наци электронлă библиотекине, шкул библиотеки фондне каять.
Иккĕмĕшĕпе те хăпартланмалăх пур. Шкулти краеведени музейĕн активисчĕсем «Шкул музейĕнчен ăрусен чĕрине» ятпа пичетленĕ ăна. Паха материалсене çеç кун çути кăтартас темен, пĕрлех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 80 çул тултарнине те халалланă.
Юлашки пичет ĕçĕ Пĕтĕм Раççейри «Салтаксене кăвакарчăн куçĕ (незабудка чечек) кĕтет» конкурсра «Яшсемпе хĕрсен» номинацийĕнче лауреат ята тивĕçнĕ. Çитĕнекен ăрăвăн тăрăшуллă ĕçĕ çакă.
Çамрăк авторсене кĕнекесем парнелени тата ятлă сертификатсем пани чăн-чăн уяв пулчĕ. Вăл савăнтарчĕ те, хăпартлантарчĕ те. Çав ятпа вĕсене шкул директорĕ Г.Абейдуллова саламларĕ, малашне те çĕнĕлĕхсене пичете хатĕрлеме ăнăçусем сунчĕ.
Кĕнекесем чăнах та вулакансемпе авторсене хавхаланса ĕçлемелли çăлкуç пулччăрах.
Ф.ХАФИЗОВА, Л.УЗБЕКОВА, вĕрентекенсем
Декабрь 2025 |
