Шыв кĕртес ыйту ялан тимлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 11:41 Просмотров: 28

Патăрьелĕнче ял хушшинче шыв кĕртес ĕç куллен вăй илсе пырать. Хальхи вăхăтра Крепков тата Юхма урамĕсенче пăрăхсем хураççĕ. Анчах та халăха пăшăрхантаракан ыйтусем те пур. Çак кунсенче Крепков урамĕнче пурăнакансем строительство ĕçĕсем хăрушлăх кăларни пирки кăмăлсăрланса пĕлтернĕ. Çавна май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вырăна çитсе лару-тăрупа тĕплĕнрех паллашнă. Тĕл пулăва подряд организацийĕн представителĕсем тата асăннă касра пурăнакансем пухăннă.

Чавнă траншейăсене пула, уйрăмах çумăрлă çанталăкра, хăш-пĕр йывăрлăхсем пур. Подрядчик пĕлтернĕ тăрăх, строительство ĕçĕсем пăрăхсем кăларакан завод вăхăтра продукцие кăлараса ĕлкĕрейманнипе кĕске тапхăра чарăнса тăнă. Халĕ вĕсене илсе килнĕ. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса подряд организацийĕ алтнă вырăнсен айккипе ятарлă хатĕрсем вырнаçтарнă, лентăсем тăснă.

Рудольф Васильевич икĕ енлĕ калаçăва итленĕ хыççăн пăрăхсене ноябрĕн 14-мĕшĕччен хурса, траншейăсене хупласа пĕтерме каланă. Çавăн пекех урамри юпасем çинчи лампочкăсене те вăйлăрах çутатаканнисемпе улăштармаллине палăртнă.

Юхма урамĕнче те шыв пăрăхĕсене хурассипе йывăрлăхсем сахал мар. Кашни кил умĕнче тенĕ пекех саккунсăр чавнă шăтăксем пур. Траншея тунă чухне тĕл пулаканнисене пурне те пĕтереççĕ.

Подряд организацийĕ ĕçе вĕçленĕ хыççăн строительство çÿп-çапне пуçтарассине, урама малтанхи сăна кĕртессине пĕлтернĕ.

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика