Тыл паттăрĕсене асра тытаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.10.2025, 11:37 Просмотров: 27

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— Тыл паттăрĕсем — хĕрарăмсем, ачасем, аслă çултисем — кĕске тапхăрта 400 çухрăма яхăн хÿтĕлев чиккине чавса май çук ĕçе пурнăçланă. Çывăрмасăр, канмасăр, шартлама сивĕре, выçлăхра вĕсем çĕршыва хÿтĕленĕ — хăйсен аллипе, хăйсен ирĕкĕпе.

Октябрĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăнакансен паттăрлăхне астумалли кун пулнă май Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче тыл хастарĕсене сума суса мероприяти йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ çулти тата тĕрлĕ профессири волонтерсем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакансем хутшăннă. Патăрьел муниципалитет округĕн делегацийĕ те — Пенсионерсен вырăнти канашĕн членĕсем тата волонтерсем — инçе çула кĕскетсе республикăн тĕп хулине çитнĕ.

ЧР культура министрĕ Светлана Каликова тата Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталия Николаева ятарлă çар операцине хутшăнакансене ыр кăмăллăхпа пулăшакан волонтерсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ятĕнчен Тав çырăвĕсем панă. Сумлă наградăна Турханти врач амбулаторийĕн врачĕ Анатолий Кольцов та тивĕçнĕ.

Делегаци Куславкка округĕнчи «Чĕмсĕр чикĕ строителĕсене» мемориал патĕнче пулнă, ĕмĕрлĕх çулăм умне чечексем хунă.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика