ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи ялсенче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксем валли хÿтĕлев сеткисем çыхасси вăй илсех пырать. Ку тĕлĕшпе волонтерсен хастарлăхне те палăртсах хăвармаллла. Вĕсем татти-сыпписĕр тенĕ пек салтаксем патне гуманитари пулăшăвĕпе кайса çÿреççĕ, салтаксене çĕнтерĕве çывхартма пур енлĕн хавхалантараççĕ.
Хальхи вăхăтра, акă территори пайĕсенче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа ялсенче ыркăмăллăх концерчĕсем йĕркелеççĕ. Тĕл пулусенче артистсем паттăр салтаксен ячĕпе юрăсем юрлаççĕ, вĕсен паттăрлăхĕ пирки калаçаççĕ.
Декабрь 2025 |
