ПАТĂРЬЕЛ тăрăхĕнче хăйсен пушă вăхăтне сунарта, пулăра ирттерме кăмăллакансем сахал мар. Паллах, хăйсене ырă та усăллă ĕçпе çыхăнтаракан çынсене ырламалла çеç. Анчах та кирек мĕнле киленÿре те чăн малтанах хăрушсăрлăха пăхăнмаллине асра тытмалла. Çакнашкал çирĕп йĕрке çыран хĕрринче е кимĕпе кÿлĕ варринче пулă тытакансене те пырса тивет. Кĕркуннехи тапхăрта, çанталăк сивĕтсе пынă май пулăçăсен тата ытларах тимлĕ пулмалла. Акă, юлашки кунсенче çеç Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка округĕсенчи ялсенче 33, 47, 57 çулсенчи пулăçсене çăлав службисем те кирлĕ пулăшу парса пурнăçĕсене сыхласа хăварайман, вĕсем пурте пулă тытнă чухне путса вилнĕ.
Инкек куçа курăнса килмест. Çавăнпа та пулă тытма каякансен теветкеленсе йĕркене пăхăнманни инкек-синкек патне илсе пыма пулатарть.
Декабрь 2025 |
