Патăрьел ентешлĕхĕ уява йыхравлать

Категория: Публикации Опубликовано: 24.10.2025, 13:35 Просмотров: 111

Ырă йăлана малалла тăсса Патăрьел ентешлĕхĕ октябрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче (унчченхи «Çеçпĕл» кинотеатр, Мускав проспекчĕ 33-мĕш çурт) уяв ирттерме палăртать. Тĕл пулу 14 сехетре пуçланать.

Ытти чухнехи пекех уява Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи матур сцена ăстисем, юрă-ташăпа илемлетĕç, чуна пырса тивекен концерт лартĕç. Çавăн пекех уявра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсемпе, сумлă çынсемпе те курнăçса калаçма, çыхăнăва çирĕплетме май пулĕ. Фойери паллă ÿнерçĕсен куравĕ те çак кун уява хутшăнакансемшĕнех ĕçлĕ. Кунтах ентешсемпе асăнмалăх сăн ÿкерĕнме те май пулĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика